Чӑваш Енре «Чи нумай вулакан ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑна республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ирттернӗ. Конкурса республикӑри 13 районпа 5 хуларан 59 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсене виҫӗ номинаципе хакланӑ: «Илемлӗ литература хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ чи лайӑх плейкаст», «Вулавӑшри чи лайӑх виртуаллӑ ҫул ҫӳрев», «Чи лайӑх вулав дневникӗ».
Чи лайӑх плейксеат хатӗрлесе малти виҫӗ вырӑна ҫаксем йышӑннӑ: Муркаш районӗнчи Любимовсем, Комсомольски районӗнчи Владимировсем, Канаш районӗнчи Андреевсем. Виртуаллӑ ҫул ҫӳревре — Шупашкарти Савельевсем, Комсомольски районӗнчи Можаевсем, Муркаш районӗнчи Терехинсем. Чи лайӑх дневник авторӗсем — Канаш районӗнчи Назаровсем, Канаш хулинчи Александровсем, Элӗк районӗнчи Михайловсем.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чыслӗҫ.
Шупашкарта Элӗк район хӗрне явап тыттарнӑ. Ӑна хӑйӗн ячӗпе предприяти уҫнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 25 ҫулти хӗр юридици сӑпачӗлле организацие укҫашӑн уҫма килӗшнӗ. Уншӑн ӑна 3 пин тенкӗ сӗнекен пулнӑ. Ҫавна май вӑл налук инспекцийӗнче хӑйӗн ячӗпе предприяти уҫтарнӑ, хут ҫинче унӑн тӗп пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ, анчах хӑй вӑл организацире ӗҫлемен. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗнӗ организацие Патшалӑхӑн пӗрлехи реестрне кӗртнӗ.
Предприяти-организаци уҫма документсемпе саккуна пӑсса усӑ курнӑшӑн хӗре РФ Пуҫиле кодексӗн 173-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланманнине шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, 15 пин тенкӗ суд штрафӗ
панипех ҫырлахнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри районсем тӑрӑх ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе тухса кайнӑ. Регион ертӳҫи хуҫалӑхсенче ҫур акине епле ирттернипе паллашас тӗллев лартнӑ.
Чи малтанах вӑл Шупашкар районӗнчи «Прогресс» акционерсен хупӑ обществинче пулнӑ. Предприятин пуҫлӑхӗ Сергей Ванюшкин ҫуртрисене акса пӗтересси нумай юлманнине ӗнентернӗ. Кӗрхисен пӗтнӗ лаптӑкӗсем вырӑнне ҫӗнӗрен акнине пӗлтернӗ. Усӑ курман ҫӗрсене тара илсе те унта акаҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах асӑннӑ районти тепӗр хуҫалӑх, «Приволжское» (ертӳҫи — Константин Григорьев) ятли, акана тухман та иккен. Ҫавӑншӑн Михаил Васильевич район администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Димитриева асӑрхаттарса каланӑ. Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртменшӗн те район ертӳҫине сӑмах лекнӗ.
Элтепер ҫавӑн пекех Элӗк, Вӑрнар тата ытти хӑш-пӗр районта пулнӑ.
Чӑваш Ене 27 шкул автобусӗ илсе килнӗ. Ҫӗнӗ транспорта республикӑри 17-район-хулана ӑсатӗҫ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр шкулта ачасене шкула илсе ҫӳремелли транспорт кивелнӗ, теприсен вара вӗренӳ учрежденийӗсене оптимизациленӗ май ҫӗнӗ маршрутсем уҫмалла. Ҫӗнӗ автобуссене шӑпах ҫак тӗллевпе илсе килнӗ те.
Транспорта Шупашкарти, Етӗрне, Элӗк, Тӑвай, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Шӑмаршӑ, Йӗпреҫ, Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Муркаш районӗсенчи шкулсенче ӑс пухакан ачасене турттарма ӑсатӗҫ.
Ӗнер пирӗн республикӑра «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» VII литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ку ӑмӑрту, Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ тата поэт Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ ҫулта пӗрре иртет. Ҫӗнтерӳҫӗсене Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне пухнӑ.
Литература конкурсне 34 автор 46 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем 10 районпа 4 хуларан: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Тӑвай районӗсенчен, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен.
Конкурс проза, поэзи, драматурги номинацисемпе иртнӗ. Хайлавсене чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ. 61 проценчӗ сӑвӑсемпе конкурса хутшӑннӑ, 30% — проза номинацире, 9% — драматурги енӗпе.
Конкурса Лидия Филиппова, Раиса Сарпи, Ольга Туркай, Марина Карягина, Дмитрий Суслин ҫыравҫӑсем тата ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина хакланӑ.
15-21 ҫулсенхисенчен «Проза» номинацире Йӗпреҫ районӗнчи Екатерина Кошелева «Сӗт хакӗ» хайлавпа, 22-30 ҫулсенхисенчен Вӑрнар районӗнчи
Ольга Австрийская (Иванова) «Чи ҫутӑ ӗмӗт» хайлавпа ҫӗнтернӗ. Вырӑслисенчен Шупашкарти
Дария Перевезенцева (15-21 ҫулсенчисем хушшинче) мала тухнӑ.
Чӑваш Енре куҫса ҫӳрекен ФАПсене ӗҫлеттерме тытӑнасшӑн. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче вӗсене туянасси пирки пӗлтернӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, автобуссен е грузовиксен «Хӗрлӗ хӗрес» эмблема, «Медицина служби» тата «Фельдшерпа акушер пункчӗ» тесе ҫырни пулмалла.
Кунсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен ФАПсен гинекологи пуканӗ, электрокардиограф, аслисене тата 1 ҫул тултарман ачасене виҫмелли хатӗр, тонометр, наркӑмӑшлӑ тата вӑйлӑ витӗмлӗ эмелсене упрамалли сейф, дефибриллятор-монитор, экспресс-анализатор, санитари наҫилккисем, ӳпкене вентиляци тумалли аппарат пулмалла.
Кунашкал ФАПсене 16 пульницӑна парӗҫ: Пӑрачкав, Йӗпреҫ, Муркаш, Шупашкар, Улатӑр, Вӑрнар, Комсомольски, Элӗк, Патӑрьел, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи пульницӑсене.
Юр кайса пӗтсен ҫынсем типӗ курӑк ҫунтарма тытӑнаҫҫӗ. Анчах ку – хӑрушӑ, ҫулӑм сарӑлсан пушар тухма пултарать. Кӑҫал ав «сезон» уҫӑлнӑ темелле – Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ.
Кунашкал тӗслӗх тунтикун Элӗк районӗнче пулнӑ. Иванькино-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнче каҫхи 10 сехет тӗлӗнче пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Унта 300 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ.
Ҫав каҫах Ҫӗмӗрле хулинче Савут урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче ҫулӑм тухнӑ. Унта гаражсен умӗнчи ҫуп-ҫап ҫуннӑ. Юрать, ҫулӑма темиҫе минутрах сӳнтернӗ.
Элӗк районӗнчи Прашкушкӑнь ялӗнче пуш уйӑхӗн 24-мӗш каҫхине пысӑк инкек пулнӑ. Вутра икӗ арҫн ҫунса кайнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пӗр хутлӑ йывӑс пӳртре алхаснӑ. Пӳрт юрӑхсӑра тухнӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн унтан 56-ри кил хуҫипе 54-ри тепӗр арҫынна (вӑл — Прашкушкӑнь ялӗнченех) тупнӑ. Тӗрӗсрех, ҫунса кайнӑскерсене асӑрханӑ. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫынсем сӗрӗмпе вилнӗ.
Пӳртре буржуйка-кӑмака пулнӑ. Ҫулӑм ҫавӑнтан тухма пултарнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Ҫапах та ку инкек сӑлтавне тӗрӗс палӑртма РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпчев пуҫарнӑ. Ӗҫе тишкерсе-тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ.
Элӗк районӗнчи пӗр фермӑра хӗрарӑма ӗне тӗкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Каҫхи 10 сехетре ӗҫ вӑхӑтӗнче 38 ҫулти хӗрарӑма ӗне сӗкнӗ. Суранланнӑскере ҫав каҫах пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ.
Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче те кунашкал пӑтӑрмах пулнӑччӗ. Ун чухне 39 ҫулти арҫынна ӗне темиҫе хутчен те тӗкнӗ. Унӑн кӑкӑр шӑмми суранланнӑ, темиҫе аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумай ачаллӑ ҫемьесене «Анне» паллӑпа чысласси пирки хушу пуснӑччӗ. Ҫак кунсенче ҫак наградӑна пирвайхи ҫемьесем тивӗҫнӗ.
Ҫак чыса тӑватӑ амӑшӗ илнӗ. Куславкка районӗнчи ултӑ ача амӑшне Людмила Беляевӑна, Ҫӗрпӳ районӗнчи 5 пепке амӑшне Ирина Кузьминана, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тӑхӑр шӑпӑрлана ҫуратнӑ Ирина Моисеевӑна тата Элӗк районӗнче тӗпленнӗ пилӗк ача амӑшне Любовь Павловӑна «Анне» паллӑпа наградӑланӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай ачаллӑ амӑшӗсене «Амӑшӗн мухтавӗ» паллӑпа чыслама тытӑннӑ. Ӑна пилӗк е тата ытларах ачана воспитани паракансем тивӗҫеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |